Шкул ачисен тата професси пӗлӗвӗ илекенсен пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадисенче ҫӗнтерекенсене хатӗрленӗ республикӑри 48 педагог премие тивӗҫнӗ.
Укҫана Чӑваш Енӗн Элтеперӗн 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи «О дополнительных мерах по поддержке и развитию инновационного, творческого и духовного потенциала системы образования в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинчи вӗренӳ тытӑмӗнчи инноваци, пултарулӑх тата ӑс-хакӑл пултарулӑхне пулӑшса пыма тата аталантарма хушма мерӑсем уйӑрасси ҫинчен) хушӑвӗпе уйӑраҫҫӗ.
Вӗренӳри пахалӑха шкул ачисем олимпиадӑсенче хайсене епле кӑтартни тарӑх хаклаҫҫӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тарӑх, пирӗн республика ку енпе кӑҫал та пӗлтӗрхи шайрах: пӗлтӗр 43 ача ҫӗнтернӗ, кӑҫал — 42-ӗн. Олимпиадӑра ҫӗнтерекенсен шучӗпе 2014-2015-мӗш вӗренӳ ҫулӗсенче пирӗн республика Раҫҫейри чи лайӑх вунӑ регион шутне лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Общество палатипе республикӑн Вӗренӳ министерстви ҫак кунсенче тата ҫитес уйӑхра ачасен ҫурчӗсене тӗрӗслеме палӑртнӑ. Специалистсем 7 интерната ҫитӗҫ.
Икӗ ведомство — пӗри халӑх организацийӗ шутланать, тепри министерство, тӗрӗслевпе тухнине РФ Праивтельствин ирнӗ ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи йышӑнӑвне пурнӑҫланипе сӑлтавлаҫҫӗ. Федераци шайӗнчи хут тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасене интернатсенче епле усранине хаклама хистет. Шурӑ хутра хура чернилпа ҫырнине пурнӑҫласа ача ҫурчӗсенчи пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатма ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансен, учрежденисен ертӳҫисен ытларах тимлемелле.
Тӗрӗслевҫӗсем хальлӗхе Шупашкарти «Малютка» ача ҫуртчӗнче тата Ӑс-тӑн енчен юлса аталанакан ачасен Кӳкеҫри интернат-ҫуртӗнче пулма ӗлкӗрнӗ.
Ҫитсе ҫаврӑнни тӑрӑх Раҫҫейӗн Общество палатине тата Вӗренӳ министерствине хыпарламалла.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин Резерв фондӗнчен Ӗҫлев, Сывлӑх сыхлав тата Вӗренӳ министерствисем валли хушма укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Социаллӑ тӗллевлӗ «кӗмӗл» пирӗн республикӑна та лекӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхри сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ учрежденийӗсем пӗтӗмпе 24 млн тенкӗ ытла укҫа илӗҫ.
Мускавран, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн резерв фондӗнчен, уйӑракан тупран пӗр пайне — 10 миллион тенкине — Ачасен Шупашкарти 2-мӗш номерлӗ пульницине тӗпрен юсаса ҫӗнетме уйӑрасшӑн. Юлнӑ укҫа Ачасен Канашри вӗренӳ центрне йӗркене кӗртме кайӗ. Ӗҫе хӑҫан кӳлӗнесси пирки хальлӗхе каламан. Ун валли конкурс иртсе юсавҫӑсене палӑртмалли куҫкӗрет.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Иванова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама лартнине эпир хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, экс-министра Михаил Игнатьев Элтепер хӑйӗн канашҫи пулма та шаннӑччӗ.
Республикӑн вӗренӳ министрӗн пуканӗ пушанса юлнӑ хыҫҫӑн ку портфеле Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне Юрий Исаева тыттарас шанчӑк пур.
Ку хыпара республикӑри МИХсем хальлӗхе пӗлтермен-ха. Юрий Исаев кандидатурине РФ Вӗренӳ министерствине ярса пани пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ЧР Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫлекен шанчӑклӑ ҫӑлкуҫ вӑрттӑн пӗлтерни ҫине таянса паян ирпе хыпарланӑ.
Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра мӗн сутассине палӑртнӑ. Приватизацин прогноз планне патшалӑхӑн унитарлӑ икӗ предприятийӗ лекнӗ. Вӗсене иккӗшне те 2017 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталта «ярӑнтарма» палӑртаҫҫӗ. Республика сутма палӑртнӑ патшалӑх предприятийӗсен списокӗнче — Строительство министерствин «Чӑвашгазӗ» тата Вӗренӳ министерствин «Чӑваш республикин вӗренӳпе курӑмлӑх хатӗрӗсен коллекторӗ». Малтан каланин тӗп хатӗрӗсене 238,66 миллион тенкӗпе хакланӑ. Предприятире 17 ҫын ӗҫлет. Вӗренӳ коллекторӗн хакӗ — 3,8 миллион тенкӗ. Унта 35-ӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Республика «Чӑвашкредитпромбанкӑн» 38,13 процент акцине тата «Газпром межрегионгаз Шупашкар» обществӑри хӑйӗн 22,73 процент акцине сутма шухӑшлать. Акцисене маларах та сутма хӑтланнӑ-мӗн-ха, анчах илекен тупӑнман.
«Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗпе Владимир Ивановпа тӗл пулнӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев темиҫе йышӑнупа паллаштарнӑ», — тесе пуҫланӑ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ органӗсенчи хыпарсенчен пӗрне Элтепер Администрацийӗн пресс-служби.
Унта РФ вӗренӳ министрӗн Дмитрий Ливановӑн йышӑнӑвӗпе Владимир Иванова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннипе тата министр пуканӗнчен хӑтарнипе пӗрлех (ку хыпара эпир пӗлтернӗччӗ) министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шанас ыйтӑва хускатнине пӗлтернӗ. Владимир Иванов хӑйӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Светлана Петрована асӑннӑ-мӗн.
Михаил Игнатьев Владимир Иванова хӑйӗн канашҫи пулма шаннине те пӗлтернӗ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне республикӑн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Иванов вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан пулса ертсе пыма тытӑннӑ.
В. Иванов персонипе ҫыхӑннӑ тепӗр ырӑ хыпар та пур. Ҫур ҫултан ултӑ теҫетке ҫул тултаракан тӳре-шарана Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Тепӗр чух ҫынсене отставкӑна каяс умӗн пысӑк наградӑсем тыттарнине шута илсен ӑна тӗрлӗрен йышӑнма пулать тейӗн. Чӑн та, Владимир Иванова ӑна министр должноҫӗнчен хӑтарни пирки Михаил Игнатьев хушу кӑларнӑ.
Маларах Владимир Иванов ЧППУ ректорӗ пулас шутпа конкурса хутшӑннӑ-мӗн, анчах ӑна ку должноҫ валли конкурса явӑҫтарман пулать. Халӗ вара ӑна ректорӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннине аслӑ шкулӑн йышӑну пӳлӗмӗнче пӗлтерни тӑрӑх ӗнер «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хыпарларӗ.
Пирӗн ҫӗршыври вӗренӳ учрежденийӗсенче Пӗрлехи урок ирттерме палӑртнӑ. Ку вӑхӑт ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа 31-мӗшеччен пырӗ. Унӑн темине тӑрӑх хакласан, урок кӑсӑклӑ тата патриотизм тата ҫемье пӗлтерӗшне ӳстерес шутлӑ тесе пӗтӗмлетме пулать. Ҫӗршывӗпех иртекен Пӗрлехи урок теми — «Манӑн пурнӑҫра — ҫемье тата Тӑван ҫӗршыв».
РФ Вӗренӳ министерствин пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн патшалӑх политикин департаменчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, Пӗрлехи урока ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 31-мӗшеччен ирттермелле. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунне (ӑна паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ) халалланине пӗлтереҫҫӗ.
Усӑ курма кирлӗ методкӑларӑмсене яваплисем хатӗрлесе хунӑ. Урока чи лайӑх йӗркелесе ирттернӗ вӗрентекенсене хавхалантарма шантараҫҫӗ.
Ҫак эрнере кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче унта пурӑнакан халӑхсен тӑван чӗлхине вӗрентессипе канашлу иртнӗ.
Мероприятин пӗлтерӗшне уҫса панӑ май Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пухӑннисем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чӗлхесен социаллӑ тата культура фукнцийӗсене сарас, вӗсен статусне вӗренӳ тата культура инҫӗшӗнче анлӑлатас ыйтусене хускатнине пӗлтерет.
Форум вӑхӑтӗнче Чӗмпӗр хулинче тӗрлӗ ҫӗрте муниципалитетсен хушшинчи конференци йӗркеленӗ. Тӑван чӗлхе вӗрентекен педагогсем уҫӑ куроксем, шкул хыҫҫӑнхи мероприятисем, мастер-классем, ҫавра сӗтелсем ирттернӗ. Прикладной ӳнер, вӗренӳпе методика литературин куравӗсем те ӗҫленӗ, ача-пӑча ушкӑнӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Форума хутшӑнакансен умӗнче Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов тата ытти тӳре-шара тухса калаҫнӑ. Чӑваш Енрен унта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен иниститучӗн директорӗ Юрий Исаев хутшӑннӑ.
Ӗҫ ҫынна илем кӳрет тенӗ мӗн ӗлӗкрен ваттисем. Ҫавна курах пӗчӗкренех ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне ӗҫе хӑнӑхтарма тӑрӑшнӑ. Тӑваттӑмӗш класс пӗтерсен колхоза кӗрепле тата катмак йӑтса тухнине халӗ хӗрӗхсене ҫывхаракан тата унтан аслӑраххисем астӑваҫҫех ӗнтӗ. Хуларан асламӑшӗ-кукамӑшӗ патне ҫуллахи каникула килнисем те ялти тантӑшӗсенчен юлсах каймастчӗҫ. Кайран самани, тӗрӗсрех, саккунӗ, улшӑнчӗ те, ача-пӑчана пули-пулми ӗҫлеттереймӗн. Ӗҫ кодексне пӑсни пулать тесе ним мар явап тыттарӗҫ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви ачасене класс ҫутарни, апатланнӑ хыҫҫӑн шкулти столовӑйӗнчи сӗтеле черетпе шӑлтарттарни, ҫуллахи ӗҫ практики пирки ашшӗ-амӑшӗ мӗн шухӑшлани пирки ыйтӑм ирттерет. Хӑйсен шухӑшне ҫынсем министерство «Наш опрос» (чӑв. Пирӗн ыйтӑм) баннерта вырнаҫтарнӑ ыйтӑмра хуравлама пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |